Унӑн ҫитӗнӗвне паянхи кунччен те парӑнтарман

Тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт, Совет Союзӗн геройӗ Валентина Терешкова 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗнче ҫак пулӑма халалланӑ курав йӗркеленӗ. 

Валентина Терешкова ача чухнех малӗмӗтлӗ, тӑрӑшуллӑ, спортпа туслӑ пулнӑ. Вӑл Ярославль ҫывӑхӗнчи пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ. 1959-мӗш ҫулта парашютпа сикме пуҫланӑ. Сӑмах май, ҫавӑнтан пуҫланнӑ та унӑн вӗҫес туртӑм. Унтан космос валли хӗрсем хушшинче суйлав пуҫлансан пиллӗкӗшне палӑртнӑ. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ тӗреслев витӗр тухнӑ: 70 градус вӗри камерӑра, тӗттӗм сурдокамерӑра чылай вӑхӑт ирттерме пултарнӑ. Вӗсен тренировкисем арҫынсеннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Хӗрсене тӗнче уҫлӑхӗнче пулнӑ опытлӑ космонавтсем вӗрентнӗ. 5-шӗнчен космоса шӑпах Валентина Терешкова вӗҫнӗ. Унӑн инструкторӗ Андриян Николаев пулнӑ. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров