«Ун пек хӗрарӑм ҫӗршывра урӑх ҫук»

Уяв ячӗпе ытларах эпир арҫынсене саламлама хӑнӑхнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен йышӗнче вара хӗрарӑмсем те пур. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекен Оксана Базуева майорпа паллашрӗ. 

Оксана Геннадьевна ҫара каякансемпе ӗҫлекен пункт ертӳҫи. Пушӑ вӑхӑтра руль умӗнче ларма тата самолетпа вӗҫме юратать. Шупашкарти аэроклубра ӑна хаваспах йышӑнаҫҫӗ. Акӑ, вӑл "АН-2" самолета сывлӑша хӑпартать. Хӗрарӑм-пилот пӗлӗтре хӑйне ирӗклӗ туять. -Штурвал умӗнче ларнӑ чухне ӑшра лӗпӗшсем вӗҫеҫҫӗ,- тет. Оксана Базуевапа ӗҫтешӗсем хӗпӗртесе калаҫаҫҫӗ. Ун пек хӗрарӑм ҫӗршывра урӑх ҫук, теҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров