Раҫҫей геройӗ Александр Старчков ячӗпе хисепленсе тӑракан Чуварлей шкулӗн историйӗ пуян. Улатӑр тӑрӑхӗнче вӑл чи асли. Алӑкне ачасем валли 1886-мӗш ҫултах уҫнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗ самаях юхӑннӑ, паянхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтермест. Кунта Чуварлейри тата юнашар ялсенчи 290 ача ӑс пухать. Кабинетсем ҫитменни, актпа спорт залӗсем ҫукки чылай йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ҫӗнӗ шкул пирки кунта пурӑнакансем тахҫантанпах ӗмӗтленнӗ. Кӗтнӗ самант тинех ҫитнӗ. Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртне кӑҫал тума пикенӗҫ. Объект хакӗ - 740 миллион тенкӗ. Ӑна республикӑн инвестици программине кӗртнӗ. Алла Салаева пулас пӗрремӗш класс ачисене парнесем парса хавхалантарчӗ.
Депутат Первомайскинчи Культура ҫуртне те ҫитрӗ. Алла Леонидовна кунта ҫуркунне пулнӑ. Ун чухне вӑл "Сударушка" ансамбле купӑс парнелеме шантарнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ 18 ҫул каялла йӗркеленнӗ. Ҫак хушӑра вӗсем республикӑри чылай конкурссенче палӑрма ӗлкӗрнӗ. Купӑсшӑн вӗсем хӗпӗртенине пытармарӗҫ. Ҫӗнӗ музыка инструменчӗ тата пысӑкрах ҫитӗнусем тума май парӗ.
Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле Алла Салаева Улатӑрта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесемпе те тӗл пулчӗ. Калаҫу хулари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче иртрӗ. Йышлӑ ҫемьесене патшалӑх енчен тивӗҫтерекен пулӑшусене, хулапа округ аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов