Асӑннӑ ҫурта ҫӗклекен "Победа" пӗрлешӳ виҫӗ ҫул каялла панкрута тухнине пула, хваттер туянакансем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫурт тума укҫа хывнисем шанӑҫа ҫухатнӑ тесен те юрать. "Тата хӑҫанччен кӗтмелле-ши?" - теҫҫӗ кулянса тӗлпулӑва килнисем. Ҫак 10 хутлӑ ҫурта ятарлӑ реестра кӗртнӗ, ҫавна май ӑна туса пӗтерессишӗн халӗ патшалӑх яваплӑ. Тӗлпулура проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлемеллине, ун хыҫҫӑн объекта туса пӗтерме пултаракан подрядчика палӑртмаллине сӳтсе яврӗҫ.
Алиса Александрова, Леонид Петров