Учитель ячӗ яланах хисепре

Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта уяв иртрӗ. Ӑна ҫак пӗлӳ ҫуртне 82-мӗш ҫулта пӗтернисем йӗркелерӗҫ. 

Ачасен савӑнӑҫлӑ ташшипе киленнӗ май залра ларакансем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшӗ 41 ҫул каялла ҫак шкула пӗтернӗ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем асаттепе асанне, кукаҫипе кукамай та пулма ӗлкӗрнӗ. Паянхи кун та тӗрлӗ ӗҫре вӑй хураҫҫӗ. Вӑл йышра: педагог, тухтӑр, юрист, строитель, ҫар ҫынни, экономист, ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, усламҫӑ та пур. Пӗр-пӗрне курса кӑмӑлтан калаҫни вӗсемшӗн темрен паха. Уявӑн чи пысӑк илемӗ вара - сумлӑ вӗрентекенсем. Нумайӑшӗ 80-90 ҫултан иртнӗ пулин те, шкула нихҫан манми юратнӑ вӗренекенӗсемпе тӗл пулас тесех килнӗ. Пӗтӗмпе 7 учитель. Пурин те Чӑваш Республикин е Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хисеплӗ ятсем пур. 82-мӗш ҫулта шкул пӗтернисенчен тӗлпулӑва 30 ытла ҫын пухӑнчӗ. Вӗсем вӗреннӗ 5 класран халӗ "Г" класс ертӳҫи ҫеҫ сывӑ. Вӑл 91 ҫулти Маргарита Мальцева. Сумлӑ учительсене пухӑннисем чӗререн тав туса асра юлмалӑх парнесемпе чысларӗҫ.

 

Алексей Енейкин