Уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта усӑллӑ ирттерчӗҫ

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем СССР чемпионӗн, Николай Чамеев спорт мастерӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн старта тухрӗҫ. Ҫӗнӗ Чукалта ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. 

Пӑчӑрлӑ Пашьел, Карапай Шӑмӑршӑ, Кивӗ Чукал, Мишер Палтиел, Шӑмӑршӑ шкулӗсенче вӗренекенсем, вырӑнти депутатсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем. Пурӗ чупӑва 70 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑнчӗ. Пухӑннисене саламлама тӗрлӗ спорт тӗсӗнче ӑсталӑхне туптаса чемпион таран ӳснисем саламларӗҫ. Вӗсем ҫитӗнӳ патне ҫитес тесен мӗнле ӗҫлемеллине каласа кӑтартрӗҫ. Ентешӗ Николай Чамеев та СССР, Раҫҫей, Чӑваш Республикин ҫӑмӑл атлетика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑрӑм дистанцисене ҫӑмӑллӑн парӑнтарнӑ, марафона та пӗрре мар хутшӑннӑ вӑл. Чи малтанах Николай Степановича тӗслӗх вырӑнне хурса калаҫрӗҫ спорт уявне килнисем. Ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине палӑртрӗҫ.

Кулленех чупма тухса сывлӑхне ҫирӗплетекенсем те, уҫӑ сывлӑшри тӗлпулура вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме шутланисем те старта хавхаланса тухрӗҫ. Дистанцие чи малтан парӑнтарнисене парнесемпе чысларӗҫ. Турнира йӗркелекенсем пӗрремӗш хутчен иртнӗ ӑмӑртӑвӑн малашлӑхӗ ырӑ пуласса шаннине палӑртрӗҫ. 

Алиса Александрова, Иван Макеев