"Волна" лагерь республикӑри ачасене 1968-мӗш ҫултанпа йышӑнать. Паян канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли центр хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Кӗске вӑхӑтра кунта пурӑнмалли икӗ ҫӗнӗ корпус хӑпартнӑ. Вӗсене "Маяк" тата "Парус" ят панӑ. Кашнинче 50 ҫын таран вырнаҫма пултарать.
Пӳлӗмсенче хӑтлӑ, илемлӗ. Душпа туалет - шалта. Уйрӑм компьютер класӗ те йӗркеленӗ. Унта ачасем квадрокоптер вӗҫтерме хӑнӑхаҫҫӗ. Вӑхӑта хаваслӑ та усӑллӑ ирттерме вожатӑйсем ачасем валли кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Пысӑк тимлӗх патриотла ӗҫ-пуҫа уйӑрнӑ.
Лагерь таврашне те тирпей-илем кӗртнӗ: ҫулсем сарнӑ, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ, кану кӗтесӗсем йӗркеленӗ. Пурӗ ҫак тӗллевпе 150 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫитес ҫул вара кунта тепӗр икӗ корпус хута ярӗҫ, стадион йӗркелӗҫ.
Диана Сафонова, Юрий Марков








