Хусанти Туслӑх ҫуртне "Сувара" ҫавра ҫул ячӗпе саламлама Тутар Республикин пуҫлӑхӗсем, ҫыравҫӑсемпе вулакансем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ентешсем пуҫтарӑнчӗҫ. Паянхи кун хаҫат - Тутарстанри пичетпе массӑлла коммуникацисен "Татмедиа" агентствин филиалӗ. "Чӑваш пулар, пӗрле утар" - ҫак шухӑшпа хӑй тавра пухать йӑхташсене "Сувар". Тутарстан Раисӗ чӑвашлӑха аталанма май туса панӑ.
Иртнӗ ӗмӗрти ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗн хумӗ илсе килнӗ хавха вӑйӗпе ҫуралнӑ хаҫат ун чухнехи чи пуҫаруллӑ яш-кӗрӗме пӗрлештернӗ. Шупашкарти чӑваш филологийӗпе культури факультетӗнчи журналистика уйрӑмӗнчен харӑсах 5 ҫамрӑк тухса кайнӑ ҫӗнӗ хаҫат кӑларма. Вӗсем хушшинче - Надежда Сельверстрова та.
Чӑваш Енрен пынӑ ушкӑнра - Чӑваш наци конгресӗ, ҫыравҫӑсемпе хаҫат-журнал редакторӗсем. Татьяна Вашуркина республикӑн культура министрӗн тата Хӗрарӑмсен канашӗн ятӗнчен саламласа Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Тутарстанӑн ҫамрӑк артисчӗсемпе пӗрлех пирӗн Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Суварята" халӑх пултарулӑх ансамблӗ кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пуласлӑх - ҫамрӑксенче, ҫакна шута илсе хаҫат уйӑх сиктерсе 4 страницӑллӑ "Шӑнкӑрав" кӑларса тӑрать, ҫапла майпа пулас журналистсен тепӗр ӑрӑвне хатӗрлет.
Ҫӗнӗ технологисем хӑвӑрт вӑй илсе пынӑран хутпа тухакан кӑларӑмсене ансатах мар. Вулакан юратакан хаҫата пулӑшас тӗллевпех тӗрлӗ предприяти пуҫлӑхӗсем ӑна ентешӗсене ҫырӑнса парасси йӑлара. Ҫакна шута илсе, Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ, ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн ертӳҫи, "Сувар" халь апла элита хаҫачӗ иккен" терӗ. 8 журналист кӑларса тӑракан хаҫатӑн паянхи тиражӗ пин те 800 патне. Ӑна Тутарстанра чӑвашсем пурӑнакан мӗнпур тӑрӑхран хыпарсем ярса параҫҫӗ, ҫырӑнса илеҫҫӗ, ҫӗршывӗпех интернетра кӑна мар, алла илсех вулама пултараҫҫӗ.
"Сувар" малашлӑха шанчӑкпа пӑхать. "Пирӗн сӑмах интернет уҫлӑхӗнче тухакан хыпарсенчен самай шанчӑклӑрах, хаҫатра суя ҫук, ҫавӑнпа ӳлӗм вулакан хут ҫинчи кӑларӑм патнех таврӑнассӑн туйӑнать", - теҫҫӗ журналистсем.
Марина Карягина, Алексей Енейкин