Тутарстанри Элкел районӗнче пӗтӗм чӑваша пӗрлештерекен чаплӑ "Уяв" кӗрлерӗ

Вӑл чӑваш халӑхӗн историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлӗ. Пулас ӑрусем валли пархатарлӑ тӗслӗх пулӗ. Тутарстанри Элкел районӗнче иртнӗ "Уява" 15 пин ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ Сиктӗрме ялӗ кун чухлӗ хӑна халиччен курман. Чӑваш халӑх поэчӗн 115 ҫулхи юбилейне халалласа Тутарстанра йӑлана кӗнӗ "Уява" кӑҫал кунта ирттерме йышӑннӑ. Ял пуҫӗнче ятарласа уйӑрнӑ ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле илемлӗ уяв лапамӗ хатӗрленӗ. Кунта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан пин-пин чӑвашпа пӗрле Раҫҫейри вуншар ытти халӑх ҫынни пӗр кӗрекере савӑнать. Кунтах пирӗн халӑхӑн авалхи пурнӑҫӗпе паллаштаракан лаптӑксем, ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлерӗҫ. Вӗсенче тӑмран, йывӑҫран тата тимӗртен тӗрлӗрен хатӗр-хӗтӗр ӑсталакансем, ҫи-пуҫ ҫӗлесе тӗрлекенсем пулчӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑвашсен йӑлине пӑхӑнса ача ят хунине, ҫамрӑксене салтака ӑсатнине, улах ларнипе туй йӑлине тата халӑх нимелле ҫурт тума пухӑннине кӑтартрӗҫ. Ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайра иртекен савӑнӑҫлӑ уяв малашне те чӑвашсене пӗр чӑмӑра пухса пӗрлӗхре вӑй пулнине пӗтӗм тӗнче умӗнче ҫирӗплетессе шанас килет. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров