"Пуласлӑх" ятлӑ ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче Тутарстанӑн тӗрлӗ районӗсенче пурӑнакан ҫыравҫӑсене, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Екатеринбургран, Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасене аслисемпе кӗҫӗннисен ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Нурлатсем тӑван чӗлхене, культурӑна сыхласа хӑварас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хулапа район пуҫлӑхӗ Дамир Ишкинеев ку тӑрӑхри 7 шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнине, икӗ садикре 24 ача чӑвашла воспитани илнине, тепӗр 9-шӗнче чӑваш ушкӑнӗсем пуррине пӗлтерчӗ. Тутарстанри Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн ертӳҫи Ирина Трифонова юлашки 4 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ. Пурне те кулянтараканни - ҫамрӑк ӑру ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине манса пыни. Ачасене чӑвашла калаҫма хавхалантарас тӗллевпе союз Николай Сорокин ячӗллӗ литературӑпа театр фестивальне йӗркелесшӗн.
Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫин ҫумӗ Константин Малышев та тӑван чӗлхене мӗн пӗчӗкрен вӗрентмеллине палӑртса каларӗ. Тутарстан Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи тутар тата ытти халӑхсен чӗлхисене аталантаракан комисси пулӑшнипе тутар садикӗсенчи ачасене шкула кайма хатӗрлемелли меслет кӗнекине чӑвашла куҫарнӑ иккен. Тутар кӗнеке издательстви пичетлесе кӑларнӑ "Пӗчӗккисен кӗнекине" халӗ республикипех сараҫҫӗ. Раис ҫумӗнчи асӑннӑ комисси ыйтнипех Питӗрте пурӑнакан Максим Кузнецов лингвист чӑваш чӗлхине хамӑр тӗллӗн вӗренмелли кӗнеке хатӗрлет.
Тӑванла пӗрлешсе, тухӑҫлӑ ӗҫлекен Нурлатпа Пӑва ҫыравҫисене сьездра уйрӑмах ырларӗҫ. Нурлатсем "Асамат кӗперӗ" хайлавсен пуххи, Пӑвасем "Тӑхӑрьял" альманах кӑларса тӑраҫҫӗ. Ҫыравҫӑсен Асӑну хӑмисене уҫассине те хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Пӗлтӗр Иван Яковлев палӑкне лартнӑ.
Союз чи пултаруллисене Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми парса хавхалантарать. Кӑҫал ӑна Евгений Турханпа Анатолий Малышев тивӗҫ пулчӗҫ. 10 ҫынна союза йышӑнчӗҫ, малашнехи ӗҫ йӗркине ҫирӗплетрӗҫ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: Екатеринбургран килнӗ Татьяна Верясова Никифор Мраньккан "Ӗмӗр сакки сарлака" романне вырӑсла куҫарнӑ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков