Кашни халӑхӑн хӑйӗн культури, йӑли-йӗрки тата чӗлхи. Наци тумӗ те халӑх ҫинчен нумай пӗлтерет. Мӗн авалтан ҫынсем кулленхи тум-тире илемлетнӗ, тӗрлӗ эрешсем тунӑ. Уявра кӑтартнӑ костюмсем те хӑйнеевӗрлӗ. Уявра ҫавӑн пекех тин пичетрен тухнӑ "Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем" кӗнеке презентацийӗ пулчӗ. Кӑларӑма 18 юмах кӗнӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ. Юмахпа паллашиччен ачасем малтан вӑл е ку халӑх ҫинчен вуласа пӗлме пултараҫҫӗ. Кӗнекен пӗрремӗш экземплярӗсене те пӗчӗк вулакансене парнелерӗҫ. Туслӑх - пысӑк вӑй. Вӑл пулсан кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтарма, инкекрен тухма пулать, терӗҫ пуҫтарӑннисем.
Диана Иванова, Игорь Ульянов