Республикӑна ертсе пыма пуҫланӑранпа Олег Николаев 6-мӗш хут Ҫырупа тухса калаҫрӗ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ документ Чӑваш Енри пурнӑҫ шайне ӳстерме тивӗҫ. Кӑҫал регионта - Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ. Ҫавна май тӗрлӗ наци ҫыннине туслаштаракан, йӑла-йӗркесене аталантаракан ӗҫ-пуҫ чылай ирттернӗ. Ҫитес ҫул Хӳтелев чиккине тӑвакансен асӑну комплексӗн иккӗмӗш тапхӑрне тума пуҫлӗҫ. Халь Шупашкарти "Ҫӗнтерӳ" мемориал паркне тӗпрен ҫӗнетес ӗҫ пырать. Унта тавралӑха сӑнамалли лаптӑк пулать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксене асӑнса палӑк вырнаҫтарӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 82 ҫул ҫитнӗ тӗле парка йӗркене кӗртмелли пирки каларӗ Олег Николаев. Паттӑрсене асӑнса пухӑннисем пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Иртнӗ 6 ҫулта пирӗн регионта 1120 ытла социаллӑ объект хӑпартнӗ е юсанӑ. Вӗсен йышӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем, библиотекӑсемпе культура ҫурчӗсем, вӗренӳ учрежденийӗсем.
Олег Николаев спорт тата цифра министерствисене секцисем йӗркелеме спортпа социаллӑ, вӗренӳ тата культура учрежденисен интерактивлӑ карттине йӗркелеме хушрӗ. Вӗсем тӑрӑх "Спорт в школу" проект пуҫармалли пирки каларӗ. Вӑл ачасене биатлонра, ҫӑмӑл атлетикӑра тата ытти спорт тӗсӗнче аталанма май туса памалла. Кӗрешӳ - чӑвашсен наци спорт тӗсӗ. Ӑна чӗлхене, тӗрӗ-эреше пулас ӑрусем валли упранӑ пек упрамалла. Ҫавна май, спорт министерствине вӗренӳ тата наука организацийӗсемпе пӗрле ӑна малалла аталантармалли ҫул-йӗре палӑртма хушрӗ Олег Николаев. Ҫак ӗҫе 2030 ҫул тӗлне туса ҫитермелле. Ҫитес ҫул кӗрешӗвен Пӗтем Раҫҫейри спорт федерацине йӗркелеме хушрӗ.
Республикӑра 2020 ҫулта Ҫӗмӗрлере пӗрремӗш хут "Ман социаллӑ центр" уҫӑлнӑ. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хастарсем сиплӗ чей ӗҫеҫҫӗ, ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, зарядка тӑваҫҫӗ. Паянхи кун республикӑра ҫакнашкал 14 центр ӗҫлет. Раштав уйӑхӗнче Патӑрьелте, ҫитес ҫул вӗсем Элӗкре, Муркашра тата Тӑвайӗнче пулӗҫ. Паянхи кун ҫакнашкал центрсенче асла ӑрури ҫынсем фронта пулӑшӑссипе тимлеҫҫӗ.
Республикӑра хваттер туяннӑ чухне пая кӗрсе улталаннӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене татма пултарнӑ. 2020 ҫултанпа 21 объектра 3 пин те 327 граждан прависене хӳтӗленӗ.
Вӗсенчен 13-шӗн 1998 ҫултанпа йывӑрлӑхсем пулнӑ. Ҫавӑнпа Строительство министерствине малашне ҫынсем пая кӗрсе улталаннӑ тӗслӗхсем пулмалла маррине каларӗ Олег Николаев.
Чӑваш Ен ял-хуласене хӑтлӑх кӳрессипе йӗркелекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса тӑтӑшах хутшӑнать. 2027 ҫулта Хӗрлӗ Чутайпа Сӗнтӗрвӑррине тирпей-илем кӗртӗҫ. Округ пуҫлӑхӗсене ҫитес ҫул ҫак тупӑшӑва хастартарах хутшӑнма хушрӗ.
Ҫитес ҫултан ял хуҫалӑх тытӑмӗнче тӗпчев ӗҫӗсем ирттерекенсене премисем парса хавхалантарасси пирки каларӗ Олег Николаев. Ҫавӑн пекех ӑратлӑ выльӑх ӗрчетессине аталантармалла. Ял хуҫалӑх министерствине аграри пӗрлӗхӗпе ҫак енпе тачӑрах ӗҫлеме хушрӗ.
Ҫавӑн пекех Олег Николаев медицинӑна тимлӗх уйӑрчӗ. Республикӑри ял-хулара "Сывлӑх патне утӑм" проект пурнӑҫланать. Кӑҫал унта 72 пин 800 ытла ҫын тӗрӗсленнӗ. 2 пин те 800 ытла пациентӑнне тӗрлӗ чир тупса палӑртнӑ. Ҫитес 2 ҫулта "Сывлӑх сыхлавӗпе репродукци" центрне хута ямалла. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене, вӗсен ҫемйисене пулӑшасси пирки каларӗ Олег Николаев.
Тӗллевсем пысӑк. Тӑрӑшса та туслӑ ӗҫлесен кӑна республикӑна аталантарма пулать, терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.
Алена Алексеева, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов








