Туристсене аваллӑхпа тата хӑтлӑхпа илӗртесшӗн

Сӗнтӗрвӑрринче туризм сезонне хатӗрленеҫҫӗ - ҫӗнӗ музейсем уҫаҫҫӗ, экскурсоводсем кӑсӑклӑ маршрутсем йӗркелеҫҫӗ. Хулари тӗп урама та улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри тирпей-илем кӗртессипе Раҫҫейри чи лайӑх проектсен конкурсне хутшӑнать. Документ хатӗрпе пӗрех, ӑна ҫак кунсенче халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. 

Иван Веденеев туристсене мӑн асаттесемпе асаннесем пурӑннӑ вӑхӑта тавӑрать тейӗн. Ӗлӗкхи хатӗрсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелесе музей уҫнӑ вӑл. Экспозицие Ленин урамӗнчи пӗр ҫуртра йӗркеленӗ. Шӑпах ҫак лаптӑка улшӑнусем кӗтеҫҫӗ те. Сӗнтӗрвӑррин тӗп урамӗнче ҫеҫ культура эткерлӗхӗн вунна яхӑн палӑкӗ вырнаҫнӑ. Анчах та вӗсемпе киленме хӑтлӑ тротуарсем ҫук. Каҫхине те кунта тӗттӗм. Хунарсем ҫителӗксӗр. Татса памалли ыйту чылай. Ленин урамӗн сӑн-сӑпатне ҫӗршыври конкурса хутшӑнса улӑштарасшӑн.

Ленин урамӗн пуласлӑхне халӑхпа пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Проектпа сӗнтӗрвӑррисене Чӑваш Енри территори аталанӑвӗн институчӗн специалисчӗсем паллаштарчӗҫ. Документа темиҫе уйӑх хатӗрленӗ вӗсем - хула ҫыннисемпе, усламҫӑсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне тӗпченӗ. Проекта хаклама аслисене ҫеҫ мар, ҫамрӑксене те чӗннӗ. Кашнинех сӑмах пачӗҫ.

Проектпа килӗшӳллӗн Ленин урамне Арбат евӗр хӑтлӑлатасшӑн. Асфальт ҫула ансӑрлатса сарлака тротуарсем йӗркелесшӗн. Сӗнтӗрвӑррисен сӑмахӗпе малтан тӗп урамра панулми йывӑҫҫи чылай пулнӑ - ҫуркунне те, кӗркунне те халӑха илӗртнӗ вӗсем. Ҫак ырӑ ас илӳсене пурнӑҫа кӗртме май пур-ши? Специалистсем каланӑ тӑрӑх, урама хӑтлӑлатнӑ чухне чи малтанах хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне шута илӗҫ. Ҫавӑнпа та лутра йывӑҫ-тӗм ҫеҫ пулӗ.  

Сӑмах май, тирпей-илем кӗртмелли проектсен Раҫҫейри конкурсӗнче Сӗнтӗрвӑрри унччен икӗ хутччен ҫӗнтернӗ. Федераци хыснинчен Атӑл ҫыранлӑхне тата Патша сӑртне хӑтлӑх кӗртме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хутӗнче те тӳресем проекта хакласса шанаҫҫӗ. Хула илемленсех пырать, ҫулҫӳревҫӗсем те ӑна хӑйсен маршрутне ытларах кӗртеҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫеҫ кунта 80 ытла теплоход чарӑннӑ. Кӑҫал та хӑнасене ҫӳллӗ шайра кӗтсе илесшӗн.

Вероника Павлова, Денис Афанасьев