Турӑ ҫуртӗнче "Алран кайми аки-сухи" янӑрать

Вунӑ ҫул тунӑ хыҫҫӑн тинех хута янӑ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Лӗпсер ялӗнче ҫӗнӗ чиркӳ уҫӑлчӗ.

Туҫи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн пысӑк савӑнӑҫ - Лӗпсерте вӗр-ҫӗнӗ чиркӳ уҫӑлать. Ҫак сӑваплӑ тӗллевпе кунта Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий ҫитрӗ.

Ҫирӗп йӑлапа малтанах кадилӑран пӗрремӗш ҫуртана чӗртеҫҫӗ. Унран вара ыттисене тивӗртсе ҫутаҫҫӗ. Чиркӳ ырӑ ҫутӑпа тулать.

Халӑх чиркӳ тавра хӗрессемпе турӑшсем тата ҫветтуйсен ҫӗрмен ӳчӗсен пайӗсене йӑтса ҫаврӑнчӗ. Хӑватлӑ савӑта алтарьте упрамалла. Вӑл чиркӳри тӗп кӗлле - Литурги тума кирлӗ. Унтан Владыка чиркӳ ӑш-чиккине Тур шывӗ сапса тасатрӗ. Кунти халӑх ҫак куна ӗмӗр ытла кӗтнӗ. 

Чиркӗве Харлампий ҫветтуй ячӗпе лартнӑ. Чӑваш Енре ӑна ӗлӗкренех пысӑк хисеппе асӑннӑ. Харлампийӑн таса ӳчӗ упранакан вырӑнсенче нихҫан та нимле эпидеми те, выҫлӑх та пулман.

Кӗлӗрен тухсан ял-йыш пӗр-пӗрне уявпа саламларӗ, чиркӳ ҫыннисене тав турӗ. Вырсарни шкулне ҫӳрекен ачасем те Савватий митрополита сӑвӑсем каласа савӑнтарчӗҫ. Ялти пултарулӑх ушкӑнӗ вара уяв ячӗпе "Алран кайми" юрра шӑрантарчӗ.

Алексей Енейкин, Зинаида Паршагина