Тум-тир тата атӑ-пушмак тӳлевсӗрех илме пулать кунта

Сӑмах ыркӑмӑллӑх япала центрӗсем пирки пырать. Пирӗн республикӑра ҫавнашкаллисем 6: тӑваттӑшӗ Шупашкарта, пӗри Ҫӗнӗ Шупашкарта тата тепри Шупашкар районӗнчи Хосантай ялӗнче вырнаҫнӑ. 

3 ача амӑшӗ Альбина Тихонова кирек епле пулӑшӑва та хавас. 18 ҫулти аслӑ хӗрӗ йывӑр чирленӗрен ҫемьен укҫа ҫитсе пымасть. Вӑл пуш уйӑхӗнче кӑна больницӑран тухнӑ - эмел питӗ нумай кирлӗ. Унсӑр пуҫне ачасен те, амӑшӗн те тумланас та килет. Ҫавӑнпа та интернетра центр пирки пӗлсен Альбина савӑнса кайнӑ. Кунта вӑл иккӗмӗш хут килет ӗнтӗ. Шӑпах ҫавӑн пек йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ ҫак центрсене. Волонтерсем вӗсене уҫас тесе 2020-мӗш ҫулта пӗрремӗш хут проект хатӗрленӗ. Президент гранчӗсен фондне ярса панӑ. Унта проекта ырланӑ. Ыр кӑмӑллӑх япала центрӗсем тӗрлӗ графикпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пирки тӗплӗнрех "ВКонтакте" социаллӑ тытӑмри старницӑра пӗлме пулать.

Надежда Александрова, Святослав Петров