Тулли мар мобилизаципе ҫара кайнӑ ентешсене республикипех пулӑшаҫҫӗ 

Ҫак кунсенче Шупашкартан чӑваш салтакӗсем хатӗрленекен чаҫсене черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. 

Кинемисемпе хӗрарӑмсем ҫыхнӑ ӑшӑ ҫӑм нускисенчен пуҫласа ҫӗрле курма май паракан хатӗрсем таранах. Ҫак гуманитари пулӑшӑвне тӗрлӗ ыркӑмӑлӑх фончӗсем, усламҫӑсемпе район-хуласенчи пуҫаруллӑ ҫынсем пуҫтарнӑ. Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫрен никам та айккинче тӑрса юлман. Кам мӗнпе пултарнӑ - ҫавӑнпа пулӑшнӑ. Ҫак ырӑ ӗҫе хастарсем малашне та йӗркелес тӗллевлӗ. Тулли мар мобилизаципе чӗнсе илнӗ ентешсемпе вӗсем ҫыхӑнсах тӑрӗҫ, мӗн кирлипе май килнӗ таран тивӗҫтерме тӑрӑшӗҫ. 

Елена Дмитриева