Координаци центрне вице-премьер - Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ертсе пырать. Ку орган йышӗнче тӗрлӗ специалист. Вӑл шутра вӗренӳ, социаллӑ хӳтлӗх паракан пайсенче, ҫар комиссариачӗсенче ӗҫлекенсем. Вӗсем салтаксен ҫемйисене мӗнле пулӑшу кирлине палӑртаҫҫӗ, пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсене татса параҫҫӗ.
Паянхи куна тулли мар мобилизацине лекнисен пур ҫемйи валли тенӗ пекех социаллӑ паспортсем хатӗрленӗ. Салтаксенчен 1448-шӗ - ачаллӑ. 522 ачана шкулта тӳлевсӗр икӗ хут апатлантараҫҫӗ, 453-шӗ сатике тӳлевсӗр ҫӳрет. Унсӑр пуҫне 320 ытла ача ҫапла майпах кружоксенче ӑсталӑхне ӳстерет.
Диана Иванова, Сергей Емельянов