Тухтӑрсемпе пӗрлех тӑванӗсене тав тӑвать

Васкавлӑ пулӑшу паракан ушкӑн вӑрманти йӗлтӗр йӗрӗ хыҫҫӑн кайса инфаркт пулнӑ арҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ. 

Ҫӗрпӳри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑнтӑрлахи пӗр сехет хыҫҫӑн шӑнкӑрав ҫитнӗ. Телефон тепӗр енчи сас вӑрмана йӗлтӗрпе кайнӑ арҫын чӗрепе аптраса ӳкни ҫинчен пӗлтернӗ. Медиксен пӗрремӗш бригади пӗр тӑхтамасӑр палӑртнӑ вырӑна тухса кайнӑ. Ҫак вырӑна ҫитсен тухтӑрсем ҫӑмӑл машин тӗлне пулнӑ. Унран малалла - вӑрманалла йӗлтӗр йӗрӗ выртнӑ. Медиксем те кунтан малалла машинпа иртейменнине ӑнланса чӗрепе аптранӑ ҫын еннелле ҫуран утма пуҫланӑ. Анчах та тарӑн кӗрт тӑрӑх юр ашма йывӑр пулнӑран пӗрлӗхлӗ пулӑшу служби урлӑ трактор чӗнсе илме тивнӗ. Вӑл вӑхӑтра инфаркт пулнӑ ҫынна унӑн хресна ывӑлӗ - Роман Григорьев тӑна кӗртме тӑрӑшнӑ. Вӗсем иккӗш пӗрле вӑрманти утара хуртсене апатлантарма кайнӑ пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу ҫывхарса пынӑ ҫӗре Рома тепӗр тӑванне чӗнсе илнӗ. Ылтӑн вӑхӑта ҫухатмасӑр йӗлтӗрсем ҫине хрӗснашшӗне вырттарнӑ та ӑна ял енне туртнӑ. Тепӗр ҫур ҫухрӑмран вӗсем патне тӑванӗ те ҫитнӗ. Чирлӗ ҫынна иккӗн сӗтӗрсе хирӗҫ тракторпа пыракан тухтӑрсем патне тухнӑ. 

Чирлӗ ҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машине ҫине илсе хурсанах тухтӑрсем хӑйсен ӗҫне пикеннӗ. Арҫынна система айӗнче кардиологи диспансерне ҫитернӗ. Васкавлӑ майпа чӗре ҫинче операци туса ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

50 ҫулти Игорь Кольцов пулӑшу паракансем пулмасан хуть те хӑш самантра вилсе кайма пултарнине калать. Ҫавӑнпа та тухтӑрсемпе пӗрлех ҫывӑх тӑванӗсене тав тӑвать. Ӳлӗмрен вӑрманти утара каяс пулсан кашнинчех пӗрле хресна ывӑлне илме шантарать. 

Алексей Енейкин, Татьяна Иванова, Виктор Степанов