Тухтӑрсем ҫитиччен ҫӑмӑллӑх кӳрес тесе

Инкеке лекнӗ ҫынна вӑхӑтлӑ та тӗрӗс пулӑшу пама пӗлни кашнинех кирлӗ пулма пултарать. Пурнӑҫпа вилӗм хушшинче шутлӑ вӑхӑт юлсан ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Тухтӑрсем ҫитиччен чӗре таппине тытса тӑма, аптранӑскерне кӑшт та пулин ҫӑмӑллӑх кӳме пултарни паха.

Ҫакна шута илсе "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен юхӑмӗ" тата "Сывлӑхлӑ малашлӑх" парти проекчӗсемпе килӗшӳллӗн ятарлӑ курссем ӗҫлеме пуҫланӑ. 

Пӗлтерӳ вуланӑ хыҫҫӑн палӑртнӑ вырӑнта пухӑннисене Шупашкарти медицина колледжӗнчи педагогсем кӗтсе илчӗҫ. Пӗрремӗш пулӑшу пама вӗренес текенсем хушшинче студентсем те, аслӑ ӑрури ҫынсем те пулчӗҫ. Пирвайхи урокра кил-тӗрешре тӗрлӗ пӑтӑрмахра ҫын аманнӑ-суранланнӑ тӗслӗхсене тишкерчӗҫ. Пиҫсе кайсан, ток ҫапсан е урӑх инкек тухсан ҫухалса каймасӑр, пӗр самант сая ямасӑр пулӑшу пама пикенмелле. Малтанах тухтӑрсене чӗнсе илмелле. Вӗсемпе калаҫмалли йӗрке те пур. Адрес, мӗнле инкек сиксе тухнине, ҫын миҫе ҫултине, халӗ хӑйне еплерех туйнине пӗлтермелле, унтан специалистсем мӗн хушнине тумалла. Курсра вӗрентекенсем теорие мар, практикӑна тӗпе хунӑ. Пӗлӳ илме пуҫтарӑннисем икӗ ушкӑна пайланса станцирен станцие ҫӳрерӗҫ. "Килтех тӗрлӗ инкек сиксе тухма пултарать. Тепӗр чухне ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫӗ пирӗн алӑра. Ку ҫав тери пысӑк яваплӑх", - теҫҫӗ педагогсем. Парти пуҫарнӑ ҫак проект кирек камшӑн та усӑллӑ пулмалла" , - терӗҫ вӗренме килнисем. 

Алиса Александрова, Михаил Солин