Тивӗҫлӗ канури чун киленӗҫӗ ҫитӗнӳ тума пулӑшнӑ

Пенсие тухсан шахматла выляма вӗреннӗ те, халӗ ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Шупашкарта пурӑнакан Валентина Давыдова Пӗтӗм Раҫҫейри интернет-турнирта ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.

Кӳлепесене Валентина Давыдова ҫирӗп пӗлсе куҫарать. Шахматла вӑл 52 ҫулта выляма пуҫланӑ. "Тивӗҫлӗ канӑва тухсан чун киленӗҫӗ шырарӑм, пиччесем ҫак вӑййа килӗштереҫҫӗ, эпӗ те вӗсенчен юлас темерӗм", - каласа парать Валентина Клементьевна. Ҫак ӑсталӑха алла илес тесе ҫулталӑка яхӑн Лакрей вӑрманне ҫӳренӗ хастар хӗрарӑм, унта ыттисем вылянине сӑнанӑ. Кӗнеке те сахал мар вуланӑ. Ӑсталӑхне туптасах пынӑ Валентина Давыдова. 2016-мӗш ҫулта Самарта иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура ушкӑнпа пӗрле пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кайран Чӗмпӗрте мала тухнӑ. Нумай пулмасть черетлӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Хальхинче шахматла вылякан пенсионерсен турнирӗ онлайн мелӗпе иртнӗ. 46 регионтан 130 ытла ҫын хутшӑннӑ унта.

 

Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров