Тивӗҫлӗ канура та ӗмӗрӗпе парӑннӑ ӗҫшӗн хыпса ҫунаҫҫӗ

ГТО нормисене пурнӑҫлаҫҫӗ, тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнаҫҫӗ, ял хуҫалӑх ӗҫӗпе те кӑсӑкланма пӑрахмаҫҫӗ. Муркаш тӑрӑхӗнчи агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем иртнӗ ҫула пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Вӗсенчен кашни тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем паян та обществӑлла пурнӑҫра хастар: ветерансен хорне ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех иртнӗ ҫул ветерансен спартакиадине ҫӳллӗ шайра ирттернӗ. Унта 13 ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ветерансен пурнӑҫӗ тапса тӑрать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ял хуҫалӑхӗпе кӑсӑкланма пӑрахман вӗсем. 

Ял хуҫалӑх ветеранӗсем кӑҫал агроклассенче вӗренекенсемпе тӗл пуласа вӗсене ҫӗр ӗҫӗпе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн. Канашлӑва пухӑннисене Муркаш тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лилия Тарасова социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи тӗллевсене палӑртрӗ. Иртнӗ ҫул муниципалитет округӗнче пӗтӗмӗшле 1 миллиард ытла тенкӗлӗх ӗҫ тунӑ. Ҫулсене, культура учрежденийӗсене юсанӑ, шыв пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ тата ытти те. 

Кӑҫал муркашсем ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ тӑвас тӗллевлӗ. Халӗ ӑна валли ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрлеҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗ пирки калас пулсан, Чурикассинче фельдшерпа-акушер пунктне тӗпрен юсамалла, Мӑн Шашкарпа Кӑпасра вара ҫӗннисене хӑпартмалла.

Диана Иванова, Святослав Петров