Тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ парнесемпе тивӗҫтереҫҫӗ

Паян - ачасене хӳтӗлемелли Пӗтӗм тӗнчери кун. Республикӑра ҫавна май кашни муниципалитетрах акцисем, концертсем, конкурссем иртеҫҫӗ. Ҫак уява халалласах ача ҫуратмалли ҫуртсенчен кӑларакан пепкесене чӑваш тӗрриллӗ парнесем парса саламларӗҫ. Кӑҫалтан ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе тин ҫуралнӑ пур ача та тивӗҫет. 

Республикӑри Президент перинаталь центрӗнчен нумай пулмасть ҫуралнӑ 8 пепкене киле ӑсатрӗҫ. Ҫак савӑнӑҫла пулӑмпа ашшӗ-амӑшне Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, парнесем пачӗ. Капӑр курупкана вырнаҫтарнӑ кашни япаланах чӑваш тӗррипе илемлетнӗ. Ал шӑлли ҫине вара "Сывлӑх, чун илемӗ" тесе ҫырнӑ. Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсен кӗнеки те ачана тӑван йӑла-йӗркепе, чӗлхепе паллашма пулӑшӗ. Ку парнесем ҫемьесене ҫак пулӑма нумайлӑха асра хӑварма май парӗҫ. 

Шупашкарти 1-мӗш клиника больницинчен вара уяв умӗн 8 арҫын ачапа 2 хӗр ачана кӑларчӗҫ. Вӗсене те пушӑ алӑпа ямарӗҫ. Кашнинех чӑваш тӗриллӗ парне парса хавхалантарчӗҫ. Вӑл ҫемьесемшӗн тата пепкесемшӗн усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров