Тимлӗх пирки хӗлле те, ҫулла та асра тытмалла

Ҫулӑмлӑ инкексенчен сыхланассинче профилактика ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна шута илсе Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗпе харпӑр хӑй ҫуртӗнче пурӑнакансем патне тӗрӗслевпе час-часах ҫитеҫҫӗ. Хальхинче рейд Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче иртрӗ. 

Ҫӑлавҫӑсем ҫуран ҫӳрекенсене те, руль умӗнчисене те тимлӗхсӗр хӑвармаҫҫӗ. Рейд пынӑ вӑхӑтра тӗл пулнӑ кашни ҫынна хӑрушсӑрлӑх йӗркисене аса илтерекен информаци хучӗсем параҫҫӗ, кӗскен инструктаж ирттереҫҫӗ. Кӑмакапа хутса ӑшӑтакан кивӗрех ҫуртсене - уйрӑм тимлӗх. Эрне каялла кӑна Шупашкарта кӑмакапа кирлӗ пек усӑ курманнине пула вут-ҫулӑм алхаснӑ. Пушар юсавсӑр электропралукран та тухма пултарать. Пӗр калаҫу пуҫарнӑ май, ҫут ҫанталӑк газӗпе ӑшӑнса пурӑнакансене те асӑрхаттараҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. 

Чылай чухне вут-ҫулӑмра аслӑ ӑрурисем, ӗҫсӗррисем, сусӑрсем шар кураҫҫӗ. Вӑл шутра ытларах арҫынсем. Хӗрарӑмсем тимлӗрех те асӑрхануллӑрах.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 138 хутчен "хӗрлӗ автан" алхаснӑ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта - 106 хутчен. 

2022-мӗш ҫултипе танлаштарсан тӗп хулара пушарсен шучӗ самай ӳсни те ҫӑлавҫӑсене халӑхпа час-часах тӗл пулма, кашниех хӑй пурнӑҫӗшӗн, сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулнине аса илтерме хистет. 

Алиса Александрова, Святослав Петров