Тимӗр ут туянас тӗллевпе пухнӑ укҫине салтаксене пулӑшма янӑ

Унтан ҫак пархатарлӑ ӗҫе ҫемйипе тус-тантӑшӗсене явӑҫтарнӑ. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Васан ялӗнче пурӑнакан Денис Егоров шкул ачи кӑна пулин те, пултарнӑ таран ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн тӑрӑшать. 

Васанти Егоровсен килӗ тӗлне халӗ ҫар операцине пулӑшса тӗрлӗ тӑрӑхра ӗҫлекен ентешсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсен урлӑ ҫемье тӑтӑшах фронт валли тӗрлӗрен хатӗр-хӗтӗр тата апат-ҫимӗҫ парса ярать. Салтаксене пулӑшас шухӑшпа малтанах 9-мӗш класра вӗренекен Денис хавхаланса кайнӑ. Тимӗр-тӑмӑрпа кив хут сутса мотоцикл илме укҫа пухнӑскер тӗнчери лару-тӑру пӑтранса кайсанах хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Малти вырӑна салтаксене пулӑшас тӗллев тухса тӑнӑ. 

Ҫапла ҫемье ырӑ шухӑшпа хӑпартланса май килнӗ таран ҫар операцине пулӑшма пуҫланӑ. Ҫитменнине, ҫемьене хӑрушӑ инкек пырса ҫапнӑ. Ҫар операцийӗнче Денисӑн йыснӑшӗ пуҫне хунӑ. 22 ҫулти аппӑшӗ мӑшӑрӗсӗр тӑрса юлнине кура арҫын ача фронта тата ытларах пулӑшма пуҫланӑ.

Ҫемье халӗ ҫар операцине пулӑшакансемпе яланах тачӑ ҫыхӑнура. Ҫавӑн пек хастарсенчен пӗри Пенза чӑвашӗ Денис Щербаков, сӑмахран, Чӑваш Ене килнӗ чухне ҫула май Егоровсем патне кашнинчех кӗрсе тухма тӑрӑшать. Маттур ачана хӑй енчен те парнесем парать.

Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ тытать. Хуҫалӑхра 10 ытла вӑкӑр, ӗне-пӑру, лаша тата ытти те. Алӑ усса ларма вӑхӑт ҫук Егоровсен. Ашшӗ-амӑшне выльӑх пӑхса пулӑшнисӗр пуҫне Денис спортпа туслӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра футболла, хӗлле хоккейла выляма юратать, йӗлтӗрпе чупать. Халӗ вӑл, 9 класс пӗтернӗскер, ҫӑлавҫӑ пулма ӗмӗтленет. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжне вӗренме кӗресшӗн. Ҫав вӑхӑтрах ӑна сцена та илӗртет, юрлама ӑста вӑл. Эпир вара Дениса тӗллевӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунатпӑр. 

Алексей Енейкин, Виктор Чугаров