Тӗрлӗ вӑхӑтри халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвне шута илсен, ҫӗршывра чӑвашла калаҫакансен йышӗ 1989-мӗш ҫултанпа чакнӑ ҫемӗн чаксах пырать. Ҫак ыйту халӗ нихҫанхинчен те ҫивӗч. Иртнӗ ҫыравра хӑйне чӑваш тесе пӗр миллион та 67 пин ҫын палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑван чӗлхепе калаҫакансем вара 700 пин анчах. Иртнӗ 30 ҫул хушшинче тепӗр миллион чӑваш ӑҫта кайса кӗнӗ? Паллах, пурнӑҫран уйрӑлнисем вырӑнне ҫӗннисем ҫуралнӑ. Анчах та, темшӗн, ачасем тӑван чӗлхене ӑша хывса ӳсеймеҫҫӗ. Кунта ашшӗ-амӑшӗн айӑпӗпе пӗрлех патшалӑх туса ҫитереймен ӗҫ те пайтах.
Маларах чух республикӑри хуласем вырӑсланнине кура чӑваш чӗлхи ялсенче юлать-ха тенӗ пулсан, халӗ ун пек те калама ҫук. Ҫитӗнекен ӑру пур ҫӗрте те тенӗ пекех тӑван чӗлхене манса пырать. Ку, паллах, ялсенче те авалхи чӑвашлӑх вӑйӗ хавшаса пынине кӑтартать. Ҫак йышӑнма йывӑр тӗрӗсмарлӑха пӗтерес тесен паян халӑхӑн тӗнчекурӑмӗпе ӑнлав шайне улӑштарма пултаракан хӑватлӑ ӗҫ кирлӗ. Вӑл сатикпе шкул программинченех пуҫланмалла. Аслисен вара ӑҫта пулсан та, чӑвашлӑхпа мӑнаҫланса, ӑна упраса пурӑнма тӑрӑшмалла.
Алексей Енейкин, Михаил Солин