Тӗрлӗ регионти аваллӑх управҫисем цифра технологийӗсене усӑ курассине сӳтсе яврӗҫ

Йӑх-несӗлӗмӗрсен еткерне упраса хӑварас ӗҫре AR тата VR технологисем пулӑшаҫҫӗ. Ҫакна Чӑваш наци музейӗнче иртнӗ форумра сӳтсе яврӗҫ. 

Ҫавра сӗтеле Хусанти культура институчӗ йӗркеленӗ. Тӗрлӗ регионти музей специалисчӗсем цифра технологийӗсене усӑ курса хатӗрленӗ ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерчӗҫ. Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова пухӑннисене Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тӗпе хурса хатӗрленӗ проектсем пирки каласа кӑтартрӗ. Унсӑр пуҫне музейра AR-технологисене ӗҫе кӗртесшӗн. Ҫакӑ экспозицие пуянрах тума пулӑшӗ. Экскурси вӑхӑтӗнчех ятарлӑ QR - код урлӑ хушма информаципе, сӑн ӳкерчӗксемпе паллашма май пулӗ.  

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов