Ҫар чаҫӗсенче юрлакан ушкӑнсем час-часах йӗркелеҫҫӗ. Малтанласа "Черные береты" ансамбль те юрӑ-кӗвӗпе хавхаланса ҫапӑҫӑва кӗрекенсен йышӗнче пулнӑ. 1995-мӗш ҫулта хӑйсен десант штурм батальонӗ Чечен Республикинчи хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ хыҫҫӑн рота командирӗ Игорь Крещенок юлташӗсемпе пӗрле пушӑ вӑхӑтра кӑна мар, музыка хайлавӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлеме пуҫланӑ. 26 ҫул ансамбле професси шайӗнче тытса пыракансен юррисенче ҫухату та, паттӑрлӑх та, ҫӗршыва юратни те, салтаксене хавхалантаракан шӳт-кулӑш та.
Тинӗс пехотин "Черные береты" ансамблӗ йӗркеленнӗренпе Раҫҫейшӗн вун-вун пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ. Вӑл шутра Крым ҫуркунни те, Сири кампанийӗ те... Ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнти ҫар ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗклеме, малалла талпӑнма вӑй-хӑват хушма пӗрре мар концертпа ҫитнӗ. Ансамбль 19 ҫул пӗр канусӑр пултарулӑх ӗҫӗнче. Вӗсене ытти тӗрле хулари пекех Чӑваш кадет корпусӗнче те чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Хӑйсем ҫырса кӗвӗлекен юрӑсене кӑна мар, тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хайлавсемпе те сцена ҫине тухаҫҫӗ. "Пирӗн несӗлсене тӑшмана аркатма хавхалуну кӳнӗ юрӑсене кашнин пӗлмелле", - теҫҫӗ хӑнасем. Ҫавӑнпа кадетсене те пӗрле юрлама сӗнчӗҫ.
"Черные береты" ушкӑн ертӳҫи Игорь Крещенок кадетсен хӑйсен юрӑ ушкӑнӗ пуррипе те кӑсӑкланчӗ. Ҫак шухӑша пурнӑҫа кӗртме пуҫланине пӗлсен пур енлӗн пулӑшма хатӗррине палӑртрӗ. Малалла ҫар ҫыннисен ҫулӗ Питӗрелле. Унта 10 ытла концертпа кӗтеҫҫӗ вӗсене.
Алиса Александрова, Андрей Шоклев