Тӗрлӗ хатӗрпе техника тиенӗ машин ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем патне ҫула тухрӗ

Гуманитари пулӑшӑвне Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри штабӗ пуҫарнипе пухса хатӗрленӗ. "Всё для Победы" проекта республикӑра пурӑнакансемпе предприятисем хастар хутшӑннӑ. 

Унта ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама пулӑшакан тата куллен кирлӗ япаласем пухнӑ. Ҫав шутра салтаксене ҫыхӑну тытма 60 радиостанци илсе ҫитерӗҫ. Окопсемпе блиндажсене ҫирӗплетмелли материалсемпе инструментсем те парса янӑ. Дизель генераторӗсемпе бензопӑчкӑсем, пӑтасем, кӗреҫесем - фронтра яланах кирлӗ. Унсӑр пуҫне машинсем валли сапас пайсемпе расхутла япаласем нихӑҫан та ытлашши мар. Ҫавӑн пекех эмелсем, хӳтлӗх каррисемпе ҫӗр ҫинче выртмалли кавирсем, ӑшӑ атӑсемпе перчеткесем, нускисем, нӳрӗ салфеткӑсем пуҫтарнӑ. Гуманитари пулӑшӑвне пухассинче республикӑра пурӑнакансен, тӗрлӗ предприятипе организацин, ӗҫ коллективӗсен тӳпи пысӑк. Халӑх фрончӗн Чӑваш Енри штабӗ йӗркеленӗ черетлӗ тиеве часах Запорожье тӑрӑхне ентеш-салтаксем патне илсе ҫитереҫҫӗ.

Ирина Николаева