Тӗрлӗ енлӗ кӑтартусем ӳссе пыни малалла та тухӑҫлӑ ӗҫлеме хавхалантарать

Уйрӑмах ял хуҫалӑхӗнчи ҫитӗнӳсене палӑртма кӑмӑллӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнче 2025-мӗш ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ. Анлӑ ларӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе пухӑннисене муниципалитет ертӳҫи Леонард Левый паллаштарчӗ. Малтанах вӑл елчӗксем экономикӑпа инфратытӑма аталантарас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ утӑмсем тунине палӑртрӗ. Иртнӗ ҫул округ хысни 741 миллион тенкӗлӗх пурнӑҫланнӑ. Ку 24-мӗш ҫулхинчен 7 процент ҫурӑ нумайрах. Тупӑш кӑтартӑвне уйрӑмах вӑтам тата пӗчӗк услам объекчӗсем пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӗсен шучӗ 57 единица ӳснӗ. Ҫакна шута илсе ӗҫлекен халӑхӑн 65 проценчӗ пӗчӗк бизнес тытӑмӗнче вӑй хунине палӑртмалла. Тупӑшӑн ытларах пайне вара вӗренӳпе культура тата спорт аталанӑвне янӑ. 2025-мӗш ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче 94 миллион тенкӗлӗх 10 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал ку енпе 14 проект пуҫарнӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 193 миллион тенкӗпе танлашӗ. Ялсене хӑтлӑх кӳрес ӗҫре вара халӑх пуҫарӑвӗн программи пысӑк пулӑшу парать. Иртнӗ ҫул унпа 109 проект пурнӑҫланӑ.

Елчӗк тӑрӑхӗн экономикин чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ ял хуҫалӑх отраслӗ шутланать. Иртнӗ ҫул округ тыр-пул пухса илессипе нумай ҫулхи рекорда ҫӗнетнӗ. 25-мӗш ҫулта елчӗксен ҫул-йӗр фончӗ 96 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унпа 7 ҫухрӑм трасса ҫӗнетме май килнӗ. Ҫурт-йӗр хута ярасси вара 30 процент таран ӳснӗ.

Социаллӑ контрактсен шучӗ те икӗ хут нумайланнӑ. Канашлура Елчӗк тӑрӑхӗн 2030-мӗш ҫулчченхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программине те тишкерчӗҫ. Унта 28 инвестици тата 62 инфраструктура проектне кӗртнӗ. Тӗп тӗллевсенчен пӗри - карбоксиметилцеллюлоза кӑларакан завод тӑвасси. Ҫавӑн пекех фермӑсем тата тушёнка хатӗрлекен цех хута ярасшӑн. Ҫулсене ҫӗнетес ыйту та пысӑк тимлӗхре пулать. 

Алексей Енейкин, Сергей Емельянов