Ишлӗ - Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чи инҫе вырнаҫнӑ ялсенчен пӗри. Кунта юнашарти Пӑлапуҫ Нурӑс, Люля, Ульяновка ялӗсенчи ачасем вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Малтанхи кивӗ шкул йывӑҫран пулнӑ. Вӑл юхӑннине пула юнашарти ача садне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта шкулпа сатик вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ объекта тума строительсем 2023-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Унӑн хакӗ 118 миллион тенкӗ. Тепӗр 10 миллиона яхӑн ҫӗнӗ техникӑпа сӗтел-пукан туянма тӑккаланӑ.
Ача сачӗ пулнӑ ҫуртра кӗҫӗн классем пӗлӳ илеҫҫӗ. Пурӗ 18 вӗренекен. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнне те ҫакӑнтах йӗркеленӗ. Унта тепӗр 15 ача ҫӳрет. Юнашар хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн спорт залӗ тунӑ. Уяв та ҫавӑнтах иртрӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ пухӑннисене саламланӑ май, ҫакӑн йышши объекта хута яни яла аталантарнине, кунта пурӑнма юлас текен ҫамрӑксем ытларах пуласса шаннине пӗлтерчӗ. Пухӑннӑ хӑнасем малашне ку шкултан пултаруллӑ ачасем вӗренсе тухассине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн валли кунта майсем ҫителӗклӗ.
Ку тӑрӑхри 4 ялта пурӗ 750 яхӑн ҫын пурӑнать. Ялсем аталанса пыраҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ ҫӗнӗ культура ҫурчӗпе фельдшерпа акушер пунктне хута янӑ. Ҫамрӑксен йышӗ сахал мар. Нумай ачаллӑ ҫемьесем те пур.
Красномайскинчи Бориспа Анджела Думилинсем вара тахҫанах ӗмӗтленнӗ ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Вӗсем ҫемье фермине аталантармалли программӑпа 7 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ҫак укҫапа 200 пуҫ вырнаҫмалӑх лаша ферми тунӑ. Урхамахсене вӗсем аш-какай валли ӗрчетеҫҫӗ. Выльӑх апатне те хуҫалӑхрах туса илеҫҫӗ. 700 гектар лаптӑк ҫинче сӗлӗпе люцерна ҫитӗнтереҫҫӗ. Малашне Думилинсем выльӑх пуҫне 500-е ҫитерес тӗллевлӗ. Сергей Артамонов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх бизнесне аталантармалли грант 2012-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак вӑхӑтра 116 хуҫалӑх 1 миллиард тенке яхӑн пулӑшӑва тивӗҫнӗ.
Оксана Верликова