Тӗрлӗ ӑрусене пӗрлештерекен уяв

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра 8-мӗш хут нумай ҫул пӗрле пурӑнакан ҫемьесене чысларӗҫ.

Чылай ҫул юратупа килӗшӳре пурӑнакан ҫемьесен уявне шӑнкӑртамсем 2015-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кашни ҫулах мӑшӑрлӑ пурӑнакан чи сумлӑ ватӑсене пӗрле пухса халӑх умӗнче чыслаҫҫӗ. Хӗпӗртеме сӑлтав яланах пур. Ҫемье ӑшшине ҫур ӗмӗр ытла упраса пурӑнакан сумлӑ мӑшӑрсен йышӗ кунта ӳссе кӑна пырать. Чӑваш Енре кӑҫал кӑна 60 тутар мӑшӑрӗ ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 тата ытларах ҫул ҫитнине паллӑ тумалла. Тӗлпулӑва 55, 60, 65 ҫул пӗрле пурӑнакан телейлӗ ватӑсем те пухӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе 19 мӑшӑр. Вӑл йышра ҫемье ӑшшине 70 ҫул упракан та пур. Сумлӑ асаттесемпе асаннесем ҫамрӑксемшӗн ҫемье тӑнӑҫлӑхне хаклама вӗрентекен нимпе танлаштарма ҫук ырӑ тӗслӗх.

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров