Тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсене ламран лама парса пыраҫҫӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пурӑнакан Майринсен ҫемйи тӗрлес ӑсталӑхӗпе палӑрса тӑрать. Ку ал ӗҫне вӗсем ламран лама аталантарса пыраҫҫӗ. Нумай пулмасть Майринсем Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. 

Майринсен килӗнче пӗрле виҫӗ ӑру пурӑнать. Ку ҫемьери хӗрарӑмсем пурте тӗрӗ ӑстисем. Тамара Николаевнӑна ҫак ӗҫе амӑшӗ мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтарнӑ. 5-мӗш класран пуҫласа вӑл хӗресле тӗрлеме вӗреннӗ. Аслӑ классенчи ӗҫ урокӗнче чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑша хывнӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл унӑн чун киленӗҫӗ пулса тӑнӑ. Хӑйӗн пӗрремӗш ӗҫне вӑл халӗ те типтерлӗ упраса пурӑнать. 

Тӗрӗ ӑсталӑхне Тамара Николаевна пурнӑҫ тӑршшӗпе аталантарса пырать. Вӑл хӑйӗн амӑшӗн, асламӑшӗн, мӑн-мӑн асламӑшӗн тӗррисене те упраса хӑварма пултарнӑ. Вӗсемпе халӗ мӑнукӗсене паллаштарать. 

Тамара Николаевна чӑваш тӗррипе пукане тумне те илемлетет. Унсӑр пуҫне хушпусем те ӑсталать. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсӑнах алла йӗппе ҫип тытать. Тамара Николаевна тӗрӗ ӑсталӑхне хӗрне вӗрентнӗ. Ывӑлӗ авлансан кинӗ Екатерина та ал ӗҫӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ.

Ал ӗҫӗ - ҫемьене пӗтӗҫтерсе тӑракан йӑла-йӗрке пулса тӑнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакансене тата ҫывӑхлатать. Хитрелӗхе курса ӑна пусма ҫине куҫарма пӗлни чӑн-чӑн ӑсталӑх тата ҫав вӑхӑтрах чун киленӗҫӗ. 

Кӗҫӗннисем аслисене курса ӳсеҫҫӗ. Ахальтен мар ачана ку е вӑл ӗҫпе кӑсӑклантарас тесен, хӑвӑн малтан ӑна ӑша хывмалла. Тамара Николаевна мӑнукӗсене те мӗн пӗчӗкрен тӗрӗ илемне курма, ӑна алла илме хӑнӑхтарать. 5 ҫулти Лена та ыттисенчен кая юлмасть. 

Майринсен ҫемйи тӗрӗ ӑсталӑхӗпе район, республика шайӗнчи конкурссене хастар хутшӑнать. Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ сӗннипе вӗсем кӑҫал Раҫҫейри "Хӗрарӑм - йӑла-йӗркене упракан" конкурсра тупӑшнӑ. Унта 30 яхӑн регионтан 100 ытла ҫемье хутшӑннӑ. Майринсем конкурсра чӑваш халӑхӗн пуян йӑли-йӗркине уҫса паракан тӗрӗ ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Вӗсен ӗҫӗ чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. 

Майринсен кил-ҫурчӗ те тӗрӗ ӑшӗнче. Пӗр пӳлӗмре ҫеҫкесем анчах, тепринче - тӗрлӗ чӗр чунсем. Тата тепӗр ҫӗрте "Ылтӑн руно" коллекцийӗнчи тӗрӗллӗ ӳкерчӗксем. Вӗсене пурне те типтерлӗн рамӑсем ӑшне вырнаҫтарнӑ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин