Тӗп хула варринчи ҫуртра пурӑнакансем ҫивиттине юсас ыйтӑва темиҫе ҫул каяллах ҫӗкленӗ. Унтанпа таврари пӳртсен тӑррисене те ҫӗнетнӗ ӗнтӗ, кунта вара лав вырӑнтан та тапранман. Ҫӳлти хутри 60-мӗш хваттерте пурӑнакан Светлана Марусина маччаран шыв аннипе нушаланать. Ҫакна сарӑхса ларнӑ йӗрсем ҫирӗплетеҫҫӗ, стенасем те кӑмпӑсланнӑ. Йӗпе-сапа вӑхӑтне вӑл кашнинчех шикленсе кӗтет. Нӳрӗ тӑнипе мачча хӑмисем авӑнсах ларнӑ. Чи хӑрушши - пӑрӑссем те йывӑҫран. Ҫавӑнпа ҫынсем мачча ишӗлсе анасран хӑраҫҫӗ.
Леонид Петров, Никита Углев.