Тӗп тӗллев - ялти пурнӑҫ майӗсене лайӑхлатасси

Комсомольскипе Канаш тӑрӑхӗсен пӗлтӗрхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ тата кӑҫалхи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Ку муниципалитетсен ӗҫӗ-хӗлӗпе Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов кӑсӑкланчӗ. 

Каҫалсем хӑнасене юрӑ-ташӑпа тата ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Комсомольски тӑрӑхӗнче килӗшӳпе юратура тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑнать. Пухӑннисем фойере йӗркеленӗ ал ӗҫӗсен куравӗпе, агролабораторисен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Округра 4 пин ытла ҫамрӑк шутланать. "Вӗсене тӑван тӑрӑхрах пурӑнма хӑварасси - тӗп тӗллев", - палӑртрӗ Сергей Артамонов. Правительство вара ҫакӑн валли тивӗҫлӗ майсем тӑвассипе тӗллевлӗ ӗҫленине каларӗ. Ку енӗпе тӗрлӗ программӑпа проект пурнӑҫа кӗртни пысӑк пулӑшу кӳрет. 

Комсомольски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин пӗлтӗрхи аталану кӑтартӑвӗсемпе тата кӑҫал тумалли ӗҫсемпе паллаштарчӗ. 2025-мӗш ҫулта вырӑнти бюджет 1 миллиард та 158 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак укҫан ҫуррине вӗренӳ тытӑмӗнче тӑккаланӑ. 

Округра 640 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкул ҫӗклес ӗҫ малалла пырать. Комсомольскинчи пӗрремӗш шкула юсанӑ, ҫӗнӗ шкул автобусӗсем туяннӑ. Иртнӗ ҫул пурӗ халӑх пуҫарӑвӗпе 48 проект вӑя кӗртнӗ. Кӑҫал тепӗр 55 проект пурнӑҫламалла. Унсӑр пуҫне республика пулӑшнипе каяш шывсене тасатмалли сооружени тумалла тата шыв пӑрӑхӗсене ҫӗнетмелле. Ку объектсене 2027-28-мӗш ҫулсенче хута ямалла. Культура тытӑмне аталантарас ӗҫ те кал-кал пырать. Пӗлтӗр виҫӗ клуб тата тӗп ача-пӑча библиотекине юсанӑ. 

Канаш тӑрӑхӗнче пулнӑ май Сергей Артамонов "Ҫӗнӗ ресурс" пӗрлешӳн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ку промышленнӑҫа аталантармалли тӗп лаптӑксенчен пӗри. Пӗтӗмлетӳ канашлӑвӗ вара хулари культура керменӗнче иртрӗ. Канаш тӑрӑхӗнче строительство тытӑмӗ ӑнӑҫлӑ аталанать. Пӗлтӗр нумай хваттерлӗ 29 ҫурт юсанӑ, 3 пине яхӑн ҫыннӑн пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатнӑ. Кӑҫал тепӗр 38 ҫурт ҫӗнетмелле. 

Ял хуҫалӑх тытӑмӗнче те кӑтартусем аван. Кӗркунне кашни гектаран 36 центнер тӗш-тырӑ илнӗ. Пурӗ 62 пин тонна тухӑҫ пуҫтарса кӗртнӗ. Кӑҫал халӑх пуҫарӑвӗпе 96 проект пурнӑҫӑ кӗртме палӑртнӑ. Вӑл шутра ҫулсене, парксемпе спорт лапамӗсене йӗркене кӗртмелле. 

Правительство Пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тӗл пулусене пӗтӗмлетнӗ май округсен тӗп тӗллевӗ - халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси, ялсенче пурӑнмалли майсене ӳстересси пулнине палӑртрӗ. 

Оксана Верликова, Юрий Марков