Тӗп хулари тӑлӑхсене хваттер уҫҫисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗҫ

Республика тӗп хулинче пӗлтӗр 57 тӑлӑха тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ҫамрӑксене хваттерпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал ку енӗпе тӗллевсем икӗ хут пысӑкрах - 101 ҫынна пурӑнмалли хӑтлӑ кӗтес уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсенчен 5-шӗн тахҫанах кӗтнӗ ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ те ӗнтӗ. 

Ҫак кун ҫамрӑксемшӗн нумайлӑха асра юлӗ. 3-шне хваттер Шупашкарти Сергей Бутяков, тепӗр иккӗшне Богдан Хмельницкий урамӗсенче вырнаҫнӑ ҫуртсенче пачӗҫ. Сергей Федоров мӑшӑрӗпе тата икӗ ачипе ку таранччен хваттер тара илсе пурӑннӑ. Тинех вӗсен хӑйсен кӗтесӗ пулать. Ҫакӑншӑн ҫамрӑк ҫемье ҫав тери хӗпӗртенӗ. Хваттерсем ҫутӑ, ӑшӑ та хӑтлӑ. Юнашарах - ача сачӗ. Чӳречерен илемлӗ хӗллехи вӑрман курӑнать. Анастасия Ефремова вара савӑнӑҫ куҫҫульне пытараймарӗ. Вӑл ҫак пулӑма 9 ҫул кӗтнӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн телейне халӗ те ӗненсе пӗтереймест. Хваттерсене пӗтӗмпех юсанӑ, сантехника вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫамрӑксен сӗтел-пукан лартса, савӑнса пурӑнмалли ҫеҫ юлать. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова