Тӗп хулари Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи асфальта ҫитес ҫул йӗркене кӗртме пуҫласшӑн

Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкне хӑҫан юсама тытӑнӗҫ? Ҫак ыйту водительсене вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ канӑҫ памасть. Республика Пуҫлӑхӗ ирттернӗ тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те ку шӑтӑк-путӑк лаптӑк пирки сӑмах пуҫарчӗҫ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсемпе Лапсар тӑкӑрлӑкне ҫитсе курчӗ.

Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче кашни кун тенӗ пекех кам та пулин шӑтӑк-путӑка чӑмать. Уйрӑмах ҫумӑрлӑ чух машинсем кӗрсе лараҫҫӗ. Водительсем пӗр-пӗрне пулӑшма васкаҫҫӗ. Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсен те инкеке лекнӗ транспорта тӗксе кӑларма тиврӗ. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче ҫӗре яхӑн тӗрлӗ предприяти вырнаҫнӑ. Ҫӑмӑл машинсенчен пуҫласа йывӑр тиевлӗ транспорт таран пӗр вӗҫӗмсӗр куҫать кунта. Кам продукци, кам ҫынсене турттарать. Сӑмах май, ҫак лаптӑк тӑршшӗ 4 ҫухрӑм ытла. Лапсар тӑкӑрлӑкне йӗркене кӗртесси пирки влаҫсем чылай ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. Водительсем йывӑрлӑхпа ҫырлахнӑ тесен те юрать. Лару-тӑру улшӑнасса шанмаҫҫӗ те вӗсем. 

Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсем вӑхӑтлӑх ҫул йӗркелеме, тимӗр-бетон плитасем сарма сӗнчӗҫ. Анчах та хула администрацинче ҫакӑнпа килӗшмерӗҫ, укҫана тӗллевсӗр усӑ курни ҫеҫ пулать, терӗҫ чиновниксем. Килес ҫул Лапсар тӑкӑрлӑкне ҫӗнетме пуҫлама палӑртнӑ-ҫке. 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров