Тӗп хулари ҫуртсене им-ҫамлӑ хутӑшпа тасатаҫҫӗ

Ҫак вӑхӑтра кил-ҫурт пӑхса тӑракан компанисен ӗҫ нумайланнӑ.

Роза Сидорова ир-ирех ӗҫе кӳленет. Хӗрарӑм нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта пӑхса тӑрать. Кил-картишӗнчи, подъездсенчи тирпейлӗхшӗн яваплӑ вӑл. Коронавирус инфекцине пула ӗҫ нумайланнине калать. Стенасене, алӑк хӑлӑпӗсене, пусма карлӑкӗсене, почта ещӗкӗсене, чӳрече янаххисене, лифт тата домофон  кнопкисене - пӗтӗмпех ятарлӑ хутӑшпа дезинфекцилемелле.

Елена Дмитриева, Ирина Ромадова, Виктор Степанов