Шупашкарта просветитель палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ, ҫавӑн пекех Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ ҫырчӗҫ. Тӗп хулари 8-мӗш ача сатӗнче вара "Чӑваш чӗлхи - чӑваш чунӗн тӗнчи" ятпа калӑпӑшлӑ форум пулчӗ. Ӗҫ-пуҫа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.
Пӗр лапамра республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ачасемпе учительсем, садика ҫӳрекенсемпе воспитательсем, аслӑ шкулсенче вӗрентекенсем, ал ӗҫ ӑстисем, блогерсем пухӑнчӗҫ. Пурте тӑван чӗлхе, наци культурин аталанӑвне епле тӳпе хывнине ӗҫӗпе кӑтартса пама хатӗр. Хӑнасене йышӑннӑ пӳлӗмсен кашни кӗтесӗ ҫак кун чӑвашлӑхпа тулчӗ. 61-мӗш ача сатӗнче, сӑмахран, вӑйӑ урлӑ чӑваш тумӗсен уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Музыка инструменчӗсене пӗчӗкле алла илнӗ арҫын ачасемпе хӗрачасем чӑваш ҫеммисене кӑмӑллаҫҫӗ, тӗрлӗ кӗвӗ каласа уява илем кӳреҫҫӗ. Хальхинче хӑйсен вӑййине Республика Пуҫлӑхӗпе Вӗренӳ министрне те хутшӑнма сӗнчӗҫ.
Ҫамрӑк журналистсен - хӑйсен ӗҫӗ. Регион ертӳҫинчен пӗрремӗш вӗрентекенӗ, юратнӑ предмечӗсем ҫинчен тӗпчесе пӗлчӗҫ, хӑш авторсен хайлавӗсене ытларах кӑмӑлланине ыйтрӗҫ.
Юрӑ-ташӑ, вӑйӑ-кулӑ хуҫаланчӗ уявра. Пӗчӗккисем ҫинче чӑваш тумӗ тата илӗртӳллӗрех курӑннине те палӑртрӗҫ хӑнасем.
Анлӑ форума ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑнчӗ. Чӗлхене упрасси, ӑруран-ӑрӑва типтерлӗн куҫарса вӗрентесси - чылай ҫемьешӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри.
Чӑваш Правительстви хамӑр йӑласене чӗлхе, культура, вӗрентӳ урлӑ аталантарасшӑн. Пирвайхи кӑтартусем аван. "Чӑваш чӗлхи" вӗренӳ комплексӗ Раҫҫей Правительствин премине тивӗҫнӗ - хӑйех курӑмлӑ ҫитӗнӳ. Электрон кӗнекесемпе, теле, радио проектсемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май 33-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Ирина Диарована "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ят парса чысларӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗн тав хутне 55-мӗш вӑтам шкулти директор ҫумӗ Татьяна Власова тата ачасене 62-мӗш шкулта пӗлӳ паракан Людмила Николаева тивӗҫрӗҫ.
Алиса Александрова








