Тӗп хулари 6-мӗш пушар чаҫӗнче ҫӑлавҫӑсене ӗҫе йышӑнчӗҫ

Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗнче - ҫӗнӗ специалистсем. Вӗсене ӗҫе хӑйнеевӗрлӗ йышӑнчӗҫ. Кун пек йӑла-йӗрке ҫӗршывӗпе те урӑх ҫук, теҫҫӗ кунта тӑрӑшакансем. 

6-мӗш пушар чаҫне йӗркеленӗренпе ака уйӑхӗнче 55 ҫул ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах пушар хуралӗн ветеранӗсене тата ӗҫре палӑрнисене чысларӗҫ. Паттӑрлӑх орденӗн икӗ хут кавалерӗ, Василий Нягин отставкӑри полковник ҫӑлавҫӑ ӗҫне ҫакӑнта пуҫланӑ. Хӑйӗн ӗҫтешӗсене вӑл ӑшӑпа аса илчӗ, 6-мӗш чаҫӗн команди ялан туслӑ, пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗр пулнине каларӗ. Ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене нарадӑсем парса чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех кунта 17 ҫул тӑрӑшнӑ Николай Юнусова асӑнчӗҫ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ. Ҫак кун ҫӗнӗ специалистсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. 6 ҫынна яваплӑ та хумхануллӑ самант кӗтрӗ. Хӑйне евӗрлӗ йӑла-йӗркене 2008-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ. Малтанах ҫамрӑксем присяга тытрӗҫ. Унтан пушарнӑй тумне тӑхӑнса, ӗҫре мӗн кирлине илсе хӑйсене тӗрлӗ хӑнӑхтарура кӑтартрӗҫ.

Ҫамрӑксен ҫирӗплӗхне ҫулӑмра та, шывра та тӗрӗслерӗҫ. Вӑл шутра шыв тултарнӑ пичкене чӑмтарчӗҫ. Йӑла-йӗрке ҫакӑнпа вӗҫленмерӗ-ха. Тата автоцистернӑран шыв ӗҫмелле пулчӗ. Унтан вара ҫамрӑк ҫӑлавҫӑсем темиҫе хутчен тупа турӗҫ. Ҫапла вӗсем 6-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн ретне тӑчӗҫ. "Ҫулӑмлӑ инкексем сахал пулччӑр, ӗҫре ҫӑмӑллӑх сунатпӑр", терӗҫ аслисем.

Диана Сафонова, Наталия Егорова, Денис Афанасьев