Университет урамӗнчи 19 мӗш ҫурта 38 ҫул каялла ҫӗкленӗ. Кунта унччен те тротуар питӗ ансӑр пулнӑ. Плитасенчен сарнӑскерпе ҫӳреме питӗ кансӗрччӗ, теҫҫӗ ҫынсем. "Дорекс" рабочийӗсем ӗҫе тытӑнсанах хӑйсем ҫӗнӗ тротуар сарма планламаннине пӗлтернӗ. Проект ҫавнашкал, иккен. Нумай хутлӑ ҫуртра пурӑнакансем документа улӑштарма ыйтса ӑҫта кӑна ҫитмен-ши: Шупашкар тата Мускав район администрацийӗсене, Ҫурт-йӗр фондне тата ытти те. Усси пулман - лаптӑка тротуарсӑрах туса хӑварнӑ. Сӑмах май, киввине - плитасенчен сарнине - салатса пӑрахнӑ. Ҫынсем вӗсене туртса та пӗтернӗ темелле, юлнисене улмуҫҫи айне купаласа хунӑ. Халӗ иртен-ҫӳренсен машинсем чупакан ҫулпа утма тивет.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров