Тӗп хулара коронавируса хирӗҫ йышӑннӑ йӗркене мӗнле пӑхӑннине куллен 20 ушкӑн тӗрӗслет

Чӑваш Енре ковидпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫивӗчленнӗрен куракансем пуҫтарса ӗҫ-пуҫ ирттерме чарнӑ.

Ҫакӑн ҫинчен калакан Указа Республика Пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ. Ку чару, уйрӑммӑн илсен, канупа культура, физкультура, спорт, курав, ҫутӗҫ тата реклама ӗҫ-хӗлне пырса тивет. Ҫавӑн пекех суту-илӳ центрӗсенчи, обществӑлла апатлану предприятисенчи йӗркене хытарнӑ. Кунсерен республикӑра коронавируспа аптракан 70-80 ҫынна шута илеҫҫӗ. Усал чир ан сарӑлтӑр тесен транспортра, лавккасемпе халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, кафесемпе соловӑйсенче ӗҫлекенсен перчеткепе дезинфекци хатӗрӗсемпе усӑ курмалла. Анчах та ҫак йӗркесене чылайӑшӗ пӑхӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ятарлӑ ушкӑнсем тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Дмитрий Макаров