Тӗп хулара ҫурт картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ

Ҫакна валли Мускав районӗнче кӑна ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн 80 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хӑш-пӗр адреспа юсав вӗҫленнӗ те ӗнтӗ, ӑҫта вара хӗрӳ ӗҫ пырать. 

Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт картишӗнче ирех техника шавӗ тӑрать. Кунта халӗ кивӗ асфальта вистеҫҫӗ. Лаптӑка хатӗрлесе ҫитерсен икӗ сий ҫӗнни сарма пуҫлаҫҫӗ. Ҫулсене ҫӗнетессипе "Дорэкс" предприятин бригади тӑрӑшать. Ушкӑнра 6 ҫын. Мускав районӗнче "Картишсемпе обществӑлла лаптӑксене тирпей-илем кӗртесси" программӑпа килӗшӳллӗн 6 ҫурт таврашне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫакӑн валли 83 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑҫта малтанах юсав кирлине хула ҫыннисен шухӑшне шута илсе палӑртнӑ. 

Диана Иванова, Виктор Степанов