Тӗп хула уявӗ ячӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене чысларӗҫ

Шупашкар 557-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. Яланхи пекех фестивальсем, ӑмӑртусем, ҫемье уявӗсем йышлӑ пулчӗҫ. Хула кунӗ умӗн вара ырӑ йӑлапа Шупашкар аталанӑвӗшӗн ырми-канми вӑй хуракансене чысларӗҫ.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче Шупашкара аталантарса халӑх кун ҫулне лайӑхлатассишӗн тӗрлӗ вӑхӑтра вӑй хунӑ ятлӑ-сумлӑ хӑнасем, паян кун та тӗп хуламӑра чунтан парӑнса ӗҫлекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Хисеплӗ йышра кӗҫех 101 ҫул тултаракан вӑрҫӑ ветеранӗ те пур. Пухӑннисене малтанах хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов саламларӗ. Паянхи Шупашкар илемӗ тӗрлӗ профессире тӑрӑшакан пин-пин ҫыннӑн тивӗҫӗ пулнине каларӗ. Ҫапла, пӗрле тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлесе кӑна юратнӑ хулана хӑтлӑх кӳрсе аталантарма пултарнине палӑртрӗ. Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов та уявӑн хисеплӗ хӑни пулнӑ май пурне те хула кунӗпе саламларӗ.

Ырӑ сӑмахсемпе пӗрлех уявра тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлекен чи пултаруллӑ хула ҫыннисене чысларӗҫ. Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче тӗрлӗ завод-предприятире вӑй хуракансем, тухтӑрсемпе вӗрентекенсем, культура тытӑмӗпе йӗрке хуралӗнче, услам ӗҫӗнче тӑрӑшакансем пулчӗҫ.

Уявра пурӗ 20 ытла тытӑмра вӑй хуракан 200 ытла пултаруллӑ ӗҫчене чысларӗҫ. 13 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн наградисене тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех вуншар ҫын Чӑваш Республикин тӗрлӗ хисеплӗ ятне илме тивӗҫ пулчӗ. Уйрӑмах ача сачӗсемпе шкулсенче тӑрӑшакансене палӑртрӗҫ.

Уяв кунӗ Шупашкар ҫутӑ малашлӑхлӑ хула пулнине каларӗҫ. Аслӑ вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух кунта 40 пин ҫын кӑна пулнӑ пулсан, паян Шупашкарта ҫур миллион ҫын пурӑнать. Хула ӳснӗ ҫемӗн ӳссе, аталанса пырать. 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов