са илтеретӗп, "Созидатели города" ятпа пӗрремӗш курав пӗлтӗр Ехрем купса бульварӗнче уҫӑлнӑччӗ. Ку проект хула ҫыннисене те килӗшнӗ. Кӑҫал вара Шупашкар аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисен историйӗсене ҫын нумай йышлӑ пулакан вырӑнсенче - обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсенче вырнаҫтарӗҫ. Проекта хутшӑнакансен йышӗнче - Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑ ӗмӗрӗпех Шупашкарта ӗҫлесе пурӑннӑ, пӗтӗм пултарулӑхне тӑван хулан сумне ӳстерессине халалланӑ.
5-мӗш класс ачисене 88 ҫулти ҫыравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫӗнчи, пултарулӑхӗнчи кӑсӑклӑ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. 4 ҫултах ашшӗсӗр юлнӑскер Патӑрьелти вӑтам шкултан, Педагогика институтӗнчен, Луначарский ячӗллӗ театр институчӗн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Республикӑри краеведени музейӗнче, 6-мӗш шкулта, Чӑваш кӗнеке издательствинче, "Вучах" хаҫатра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл чӑвашсен обществӑлла культура центрне ертсе пырать. Унӑн пӗрремӗш сӑввисем район хаҫатӗнче кун ҫути курнӑ. Унтанпа тӑтӑшах республикӑри пичет изданийӗсенче пичетленнӗ. Пурӗ 300 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Юхма Мишшин хайлавӗсене 100 ытла чӗлхепе куҫарнӑ.
Ачасем ҫыравҫӑн аса-илӗвӗсене тимлӗн итлесе ларчӗҫ, хайсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те пачӗҫ. "Созидатели города" проекта Шупашкар аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ 150 ҫын хутшӑнӗ. Вӗсем пирки кашнинех пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ.
Надежда Александрова, Михаил Солин