Тӗнче уҫлӑхӗнче пулнӑ тетте

Чӑваш тумӗллӗ "Аленка" пукане ҫӗршывсем хушшинчи космос станцине илемлетнӗ.

Ҫакӑн евӗр теттене хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевне пирӗн мухтавлӑ ентеш - 3-мӗш летчик-космонавт Андриян Николаев илнӗ пулнӑ. Вӑл ӑна скафандр кӗсьинче упранӑ. 60 ҫул хушшинче пукане тӗссӗрленнӗ. Ҫавӑнпа унӑн копине хатӗрлӗнӗ, чӑваш тумне тӑхӑнтартнӑ. Сӑмах май, пуканене ахальтен мар "Аленка" ят панӑ. Космонавтӑн хӗрне ҫапла чӗнеҫҫӗ. 

Тӗнче уҫлӑхӗнче пулнӑ экспонат малашне Шуршӑлти космонавтика музейӗнче упранӗ. Унта ҫывӑх вӑхӑтра курав уҫӑлать. Унта асӑннӑ пуканене курма тата ытти кӑсӑклӑ япаласемпе паллашма пулать.

Диана Иванова, Дарья Паскарюк