Темле пулсан та шанчӑкне ҫухатман

Пирӗн телерадиокомпани Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ проект пуҫарнӑ. Енчен те сирӗн килте хаяр вӑрҫӑ ахрӑмне аса илтерекен япала упранать пулсан - пӗлтерме васкӑр. Эпир ун историйӗпе тата хуҫипе хамӑрӑн эфирта паллаштарӑпӑр.

Акӑ, мӗн каласа кӑтартрӗ пире хӑйӗн аслашшӗ Прохор Степанович пирки Алексей Енейкин корреспондент. Ун ҫемйинче штык-ҫӗҫӗ типтерлӗн упранать. Ӑна юри тасатмаҫҫӗ, ещӗкрен те сайра кӑлараҫҫӗ. Вӑл нимӗҫ офицерӗн пулнӑскер. Алексей сӑмахӗпе, ҫак ҫӗҫӗ ун аслашшӗне тыткӑнран тарма пулӑшнӑ. Прохор Степанович вӑрҫӑ пуҫлансанах Беларуҫе лекнӗ. Унта хӗрӳ ҫапӑҫусем пынӑ. Фронтра виҫӗ уйӑх ҫеҫ пулнӑ пулин те, вӑрҫӑ синкерлӗхне самай туйма ӗлкӗрнӗ. Паттӑрлӑх та кӑтартнӑ.

Вероника Павлова, Наталия Егорова, Виктор Степанов