10 кун ҫывӑх тӑванӗсемпе юнашар пулнӑ хыҫҫӑн ҫак салтаксемшӗн каллех уйрӑлу вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Ҫӗршыв умӗнчи яваплӑ тивӗҫе малалла пурнӑҫламалла. Хӳтӗлевҫӗсене инҫе ҫула ӑсатмашкӑн ир-ирех ҫар комиссариачӗ умне вӗсен ҫемйисем, тус-тантӑшӗсем пухӑнчӗҫ.
Салтаксем хӑйсем те пысӑк шанӑҫпа, часрах ҫӗнтерӳпе таврӑнас ӗмӗтпе ҫула тухаҫҫӗ. Ҫемье ӑшшине нимпе те улӑштараймӑн.
Хӑйсем ӑҫта лекессине вӗсем, паллах, никамран ытла ӑнланаҫҫӗ. Ҫавах та, кӑмӑл-туйӑмне ытлашши палӑртса ҫывӑх ҫыннисене пӑшӑрхантарас темеҫҫӗ. Ҫапла, салтаксем Республикӑри кашни военкоматранах ҫула тухрӗҫ. Шупашкартан кӑна 3 автобус тапранчӗ.
Ҫак салтаксем кӗҫех фронтри ытти юлташӗсене улӑштарӗҫ. Вӗсене те тӑван тӑрӑхра чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫар операцийӗ часрах ҫӗнтерӳпе вӗҫленсен пурте чун-чӗререн хӗпӗртенӗ пулӗччӗҫ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров