Телефонсем хӗрсех кайнӑ

Хӗрӳ тапхӑрта тухтӑрсене шӑнкӑравсем йышӑнма волонтерсем пулӑшӗҫ.

Тӗнчере коронавирус сарӑлнипе халӑхӑн ку чиртен мӗнле сыхланассипе тата ытти ыйту чылай. Вӗсене Шупашкарти инкеклӗх медицинипе васкавлӑ пулӑшу центрӗнчи "Хӗрӳ линие" шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать. Юлашки вӑхӑтра шӑнкӑрав уйрӑмах нумай пулнине кура ун ӗҫне медик-волонтерсене явӑҫтарӗҫ.  

 

Алиса Александрова, Семен Антонов