Тӗл пулура хускатнӑ кашни ыйту пӗлтерӗшлӗ

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ, ӑпӑр-тапӑра илсе тухнипе ҫыхӑннӑ чӑрмавсем, асӑну хӑми вырнаҫтарса паттӑр ентешсен ячӗсене вилӗмсӗрлетесси. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева йышӑну кунӗ ирттерчӗ. 

Республикӑри художниксен Союзӗнче тӑракан ӳнерҫӗсен ятӗнчен Константин Долгашёв сӑмах хускатрӗ. Чӑваш Енре ӗҫлекен пултарулӑх ҫыннисене канӑҫ паманни - ҫуртсенчен, ҫавӑн пекех хуҫалӑхра, ӗҫре усӑ курма юрӑхсӑра тухнӑ ӑпӑр-тапӑра илсе тухассишӗн яваплӑ "Ситиматик" пӗрлешӳпе пӗр чӗлхе тупайманни. Сӑрӑ ӑстисем куллен картина ӳкерекен мастерскойсене административлӑ ҫуртсемпе офиссен шутне кӗртсе тӳлевсене те ҫак шайрипе тан тунӑ. Анчах ӳнерҫӗсем ку йышӑнупа килӗшмеҫҫӗ. Офиссемпе танлаштарсан Шупашкарти 50-а яхӑн пултарулӑх лаҫҫинче пӗрер ҫын кӑна, мачча шайӗнче, ҫӳлти хутсенче йӗркеленӗ пӳлӗмсенче ӗҫлет. "Ситиматик" шутласа панӑ чухлӗ ҫӳп-ҫап, кивӗ хут та кӑлармаҫҫӗ. Ҫавна май ӳнерҫӗсем хӑйсене ҫак йывӑрлӑхра пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Пухӑннисем чӑрмава асӑннӑ мастерскойсене курав залӗсен йышне кӗртме пулнине тишкерчӗҫ. Алла Салаева ӳнерҫӗсене регионта хурав пама май килмесен, ҫак ыйтӑва ҫӗршыв шайӗнче уҫӑмлатма шантарчӗ. Раҫҫей Думин депутачӗ патне ырӑ пуҫарӑвӗн проекчӗпе паллаштарса пулӑшу ыйтма муркашсем те ҫитнӗ. 

Округри Кашмаш шкулӗ ҫине те вӗсем ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывӑн мухтавлӑ хӳтӗлевҫисене сума суса асӑну хӑмисем вырнаҫтарасшӑн. Ку вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакан Галина Ершова учитель ҫапла майпа Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ Александр Быков, Совет Союзӗн геройӗ Борис Васильев, Раҫҫей Геройӗ Николай Смирнов, Паттӑрлӑх орденӗн 2 хут кавалерӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче тӑван ҫӗршӗн пуҫ хунӑ Юрий Майоров ячӗсене вилӗмсӗрлетес шухӑша палӑртрӗ. Алла Салаева ҫак ыйтупа Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлешӗвӗ патне ҫырупа тухассине пӗлтерчӗ. "Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ачасем хӑйсен шкулӗнче чӑн патриотсем, хӳтӗлевҫӗсем ӑс пухнипе мӑнаҫланса пуҫлаччӑр", - терӗ депутат. Йышӑну вӑхӑтӗнче ҫӗкленӗ кашни ыйту пӗлтерӗшлӗ. "Ҫавӑнпа та тӗлпулура пӗр хускатнӑ калаҫу йӗрне ҫухатмасӑр вӗҫне-хӗрне ҫитермелле, пурне те тивӗҫтерекен пӗтӗмлетӳ патне тухмалла", - палӑртрӗ Алла Салаева.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров