Тӑвай тӑрӑхӗнчи Тӗмерте халах пуҫарӑвӗн программипе калӑпӑшлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ

Тӗмер территори уйрӑмне 4 ял кӗрет. Пурӗ вӗсенче 2 пин те 500 ҫын пурӑнать. Ялсен сӑн-сӑпатне  илемлетес тӗллевпе ку тӑрӑхра пурӑнакансем тӗрлӗ пулӑшу майӗпе хастар усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫал ҫеҫ халӑх пуҫарӑвӗн программипе 10 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. 

Тӗмерте 800 ытла ҫын пурӑнать. Ялти тӗп лапам - культура ҫурчӗ умӗнче. Юнашарах вӑтам шкул вырнаҫнӑ. Кӑҫал халӑх пуҫарнипе ку лаптӑка хӑтлӑлатас ӗҫе пикеннӗ. Ҫереме брусчатка сарса тирпейленӗ. Варринче - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк. Унӑн сӑн-сӑпатне те улӑштараҫҫӗ: ҫиелтен бронза краскӑпа сӑрласа илемлетеҫҫӗ. Юнашарах ҫӗнӗ стелла хӑпартнӑ. Ҫавӑн пекех саксем, урнӑсем вырнаҫтараҫҫӗ. 
Проекта ҫитес ҫул малалла тӑсма палӑртаҫҫӗ ял ҫыннисем. Кивӗ картасене ҫӗннипе улӑштарас, тротуарсем сарас шухӑшлӑ. Ҫак лаптӑкрах Культура ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Ӑна хута янӑранпа 40 ҫул та иртнӗ. Унтанпа самай юхӑнма ӗлкӗрнӗ. Ҫурт тӑрринчен шыв аннӑ. Кӑҫал тинех ӑна Культура ҫурчӗсене аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн юсама пикеннӗ. Хальлӗхе 300 вырӑнлӑ клуба  пӗрремӗш тапхӑрпа тирпейлеҫҫӗ.  
Культура ҫуртӗнче библиотека, почтӑпа банк уйрӑмӗсем, лавкка вырнаҫнӑ. Кунта пултарулӑх ушкӑнӗсем, ачасем валли кружоксем ӗҫлеҫҫӗ. Клуба юсасса ял халӑхӗ тахҫантанпах кӗтнӗ.  
Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк кӑштах чӑрмав кӳнӗ пулин те, тӗмерсем мӗн палӑртнине вӑхӑтра туса пӗтерес тӗллевлӗ. Килӗшӳ тӑрӑх ӗҫсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн варри тӗлне вӗҫлемелле.  

Оксана Верликова, Вадим Владимиров